Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине паллӑ тӑвакан, чӑваш ҫырулӑхӗн никӗсне хывакан иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалланӑ мероприяти иртрӗ. Ахальтен мар чӑваш чӗлхи Кунӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунпа тӗл килет. И.Я. Яковлев чӑваш ачисем валли шкулсем уҫнӑ, чӑваш букварьне тунӑ, вырӑс литературин чи лайӑх произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
